Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.2 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пулаттӑм (Николай Карай)

Каччӑ ҫӗн ҫава туптать
Урамра кил умӗнче.
Шак-шак-шак
Шаккать-шаккатъ, —
Хӗр ҫави ун аплинче.
Вӑрттӑн тунсӑхлӑ куҫпа
Пӑхса илчӗ хӗр ҫине.
Ҫавӑнтах мӑлатукла
Ҫапрӗ вал пуҫ пӳрнине.
Калаймаҫҫӗ-ши куҫран
Пӗр-пӗрне ачаш сӑмах?
Вӗсене кирлех пулсан
Евчи пулӑттӑм хамах.



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:05:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3076 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем